ЧР патшалӑх сунар тӗрӗслевӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шӑмӑршӑ районӗнче кашкӑрсемпе тилӗсен шутне йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ урнӑ чир сарӑлас хӑрушлӑхпа та ҫыхӑннӑ. Чӗрчунсем район ҫыннисен сывлӑхне сиен кӳме пултараҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ирӗк панӑ мӗн пур мелпе сунара тухма юрать. Районти кирек мӗнле вырӑрта та чӗрчунсене пеме ирӗк пур, анчах федераци пӗлтерӗшлӗ сыхлакан территори ҫак йыша кӗмест. ЧР патшалӑх сунар тӗрӗслевӗ аса илтерт: чӗрчун йышне шута илмешкӗн сунара кайиччен ирӗк илмелле.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Евгений Урдюков Сочинчи Олимпиадӑна тухса каять. Спортсмен пек мар паллах. Куракан евӗр. Вӑл нарӑсӑн 15-мӗшӗнче иртекен хоккея вырӑна ҫитсе курӗ.
Унта кайма май сиксе тухнине театр артисчӗсем хавасланса йышӑннине пӗлтерет театр. Каяс шухӑшлисем йышлӑн тупӑннӑ. Суйлав турӗ хыҫҫӑн 15-ӗн тӑрса юлнӑ. Шӑпа ярсах палӑртнӑ вӗсенчен пӗрне. Театрӑн нарӑс уйӑхӗнчи репертуарне ҫирӗплетнине кура хӑшӗсен шӑпа янӑ ҫӗре хутшӑнма май килмен — ара, спектакльте вылямалла-ҫке.
Калпака ҫын хушамачӗсене ҫырса янӑ та театрӑн профсоюз комитечӗн ертӳҫи хута туртса кӑларнӑ. Ун аллине Евгений Урдюков хушамачӗ кӗнӗ.
Урдюков — ҫамрӑк ӑрури артист. Вӑл 1989 ҫулта Шӑмӑршӑ районӗнчи Анат Чаткас ялӗнче ҫуралнӑ. Театрта 2011 ҫулта ӗҫлеме пуҫларӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл темиҫе роле калӑплама ӗлкӗрчӗ. Анчах унӑн пуринчен ӑнӑҫлӑ пулса тухнӑ ролӗ тесе Арсений Тарасов пьесипе лартнӑ «Мунча кунӗ» драмӑри Михаила каламалла-тӑр. Унта вӑл сусӑр каччӑн рольне тӗлӗнмелле ӗнентерӳллӗ те чуна тивмелле вылять.
Иртнӗ шӑматкун ветеран йӗлтӗрҫӗсемпе спортӑн ҫак енне юратаканcем республика Элтеперӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑнӑ.
Ӑмӑрту Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗн йӗлтӗр йӗрӗ ҫинче иртнӗ. Сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах унта Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Улатӑр хулисенчи, Шупашкар, Куславкка, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Красноармейски районӗсенчи тата Мари Элти 120 ҫын йӗлтӗр сырса пухӑннӑ.
Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енре ҫӗршывра та халиччен ирттермен спартакиада йӗркелӗҫ. Унта ветерансем хутшӑнӗҫ. Вӗсем спортӑн тӗрлӗ енӗпе тупӑшӗҫ.
Ӑмӑртӑва хутшӑннисен хастарлӑхне ҫула кура 12 ушкӑна пайласа палӑртнӑ. Хӑйсен ушкӑнӗнче Джамалия Баранова, Николай Федоров, Владислав Васильев (Шупашкар районӗ), Наталья Кузьмина, Александр Антонов, Валерий Матвеев (Шупашкар), Сергей Павлов (Канаш хули), Юрий Мануйлов (Куславкка районӗ), Виктор Серенков (Улатӑр хули), Николай Алексеев (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), Михаил Ямолкин, Александр Антонов (Мари Эл) палӑрнӑ.
Ӗҫлӗх центрӗн тӗллевӗсенчен пӗри сусӑрсене ӗҫе вырнаҫма пулӑшасси тесе пӗлтереҫҫӗ Шӑмӑршӑ районӗнчен.
Республика шайӗнче йышӑннӑ тӗллевлӗ программӑна пурнӑҫласа кӑҫал унта 3 сусӑра ятарлӑ оборудованиллӗ ӗҫ вырӑнӗ туса памалла. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама 208 тенкӗ кирлӗ. Программӑна хутшӑнакан предприяти-организацие ӗҫ вырӑнӗ туса пама 69 пин тенкӗ те 500 тенкӗ уйӑрса парӗҫ. «Кӗмӗле» илес тата сусӑрсен ҫулне уҫма пулӑшас текенсен заявкӑсене вырӑнти ӗҫлӗх центрне памалла.
Сӑмах май, ун пек программӑсем Шӑмӑршӑра кӑна мар, ытти районпа хулара та ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх республикӑри вӑрман лаптӑкӗн 26 пин ытла гектерӗнче хурт-кӑпшанкӑ хуҫаланать. Чи хӑруш лару-тӑру вара 16 пин гектарта иккен. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗпе танлаштарсан ку виҫе 7,2 пин гектар сахалтарах-ха та, анчах хӗпертемелли ытлашшиех ҫук имӗш. Сӑмахран, юман тата катӑркас ҫулҫӑпӑран лӗпӗшӗ (выр. листовертка) Вӑрнар, Етӗрне, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Шӑмӑршӑ вӑрман хуҫалӑхӗсенче уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ.
Сиен кӳрекен хуртсемпе кӗрешме республика 25 миллион тенкӗ ыйтнӑ имӗш, анчах ыйтнине тивӗҫтермен. Ҫавах та вӑрман хуҫалӑхӗ укҫасӑр лармасть — 2014–2016 ҫулсенче вӑрмана имҫамлама федераци хыснинчен 20,7 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку «кӗмӗлпе» пурӗ 16 пин гектар лаптӑка сапма пулать имӗш.
Ӗнер пирӗн республикӑра «Таса шыв» федераци программине пурнӑҫланине сӳтсе явнӑ. Канашлӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Унта районсемпе хуласаен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, проект тата подряд организацийӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ.
Михаил Игнатеьв каланӑ тӑрӑх, пысӑк объектсем тӑвассипе пырать-ха, ҫапах та ӗҫ пахалӑхӗ пур чухне те тивӗҫтермест. Кирлӗ туприне те уйӑрнӑ, тивӗҫлӗ хутсене яваплсием алӑ пуснӑ, анчах хӑш-пӗр ҫӗрте паян кун та пахалӑхлӑ шывпа усӑ кураймаҫҫӗ.
Канашлура Вӑрнар, Йӗпреҫ, Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗсене, Ҫӗрпӳ хулине, Шӑмӑршӑпа Патӑрьел районне таса шыв ҫитересси епле пынине сӳтсе явнӑ. Ӗҫ шайӗ кирлӗ пек марри проектсене йӗркеллӗ туманнипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Канашлура кашни объектпа туса ирттермелли ӗҫсене палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх ҫуртӗнчи халӑх инструменчӗсен тӗслӗхлӗ «Эревет» ансамблӗн ертӳҫи Сергей Федотов сцена ҫинче 35 ҫул пулнине паллӑ тунӑ.
Пултаруллӑ ҫын ертсе пыракан ҫав ансамбле республикӑра кӑна мар, ун тулашӗнче те аван пӗлеҫҫӗ. Тепӗр тесен, хамӑр ҫӗршывра кӑна-и, чикӗ леш енче те ют мар.
Паллӑ кунпа саламлама Анатолий Музыкантов ертсе пыракан «Суварята» халӑх ташӑ ансамблӗ, «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Зинаида Козлова), Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкассинчи «Аххаяс» фольклор ушкӑнӗ тата тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, сӑмахран, Сергей Федотова тата «Эревете» конгресӑн Хисеп грамотисемпе чысланӑ. «Эревет» ертӳҫи пирки ӑшӑ сӑмах каланӑ профессионалсен шутӗнче Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн ертӳҫине, Раҫҫей халӑх артистне Юрий Васильева тата ыттисене асӑнма пулать.
Сӑнсем (20)
Унта ҫитес тесен ачасен тем те туса кӑтартмалла. Тепӗр тесен, ытла темех те мар: ҫичӗ тапхӑртан тӑракан ырӑ ӗҫ. Вӗсем кашниех ҫутҫанталӑка ырӑ тӑвассипе ҫыхӑннӑскерсем пулмалла. Ансат ӗҫ шутне территорие тирпей-илем кӗртнине тата йывӑҫ лартнине кӗртме пулать. Кӑткӑсраххисен шутне — ҫутҫанталӑка упрамалли тата сыхламалли ҫинчен ыттисене те каласа кӑтартнине.
Конкурса Шӑмӑршӑ районӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗпе Улатӑр районӗнчи «Сӑрҫум» заповедник пӗрле ирттереҫҫӗ. Конкурс тӗллевӗ пирки каланӑ май заповедникӑн пай пуҫлӑхӗ Александр Яковлев ҫутҫанталӑка сыхлассипе кӑҫалхи тӗллевлӗ ҫулталӑк пынӑ вӑхӑтра кӑна ҫине тӑни ҫителӗксӗр пулнине палӑртнӑ.
«Ҫутҫанталӑк патне тунӑ ҫичӗ утӑм» конкурса хутшӑнакансен ырӑ ӗҫсене ҫирӗплетекен ҫичӗ сӑнӳкерчӗк ярса памалла. Вӗсемшӗн сасӑлассине тӗнче тетелӗнче йӗркелӗҫ.
Кӑҫалхи ҫул ҫанталӑкӗ хресчене хытах такӑнтарчӗ ҫав. Тунтикун тӗш тырӑ вырмалли 2,5 пин гектар ҫинче выртать иккен. Кунсӑр пуҫне ҫӗрулми кӑлармалли — 3,2 пин гектар. Юлашкинчен каланине процент ҫине куҫарса пӑхсан, «иккӗмӗш ҫӑкӑра» мӗнпур лаптӑкӑн 69,5 процентне кӑларни курӑнать. Тухӑҫ та пысӑках мар — гектар пуҫне 149,5 центнер тухать. Пӗлтӗр ку кӑтарту 187,6 центнерпа танлашнӑ.
Ҫӗрулми кӑларас ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ, ҫанталӑк уяртнине кура, канмалли кунсенче палӑрмаллах вӑйланнӑ. Пӑрачкав районӗнче ӑна кӑларса пӗтернӗ. Кунсӑр пуҫне Йӗпреҫ, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсем те юлашки гектарсем ҫинче ӗҫленӗ. Тепӗр чух палӑртар — ку вӑл тунтикун тӗлнехи цифрӑсем. Чи пысӑк лаптӑк Патӑрьелпе Комсомольски районӗсенче иккен.
Пахча ҫимӗҫе мӗнпур лаптӑкран 64 процентне пухса илнӗ. Хӑмлана вара татса пӗтернӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче «Ако-Невидаль» ятпа нумаях пулмасть экологи арт-сукмакӗ уҫӑлнӑ. Халӗ ҫав ҫул хӗррине илемлӗ объектсемпе капӑрлатма шутлаҫҫӗ.
Арт-объект тени пурлӑх тӗлӗшӗнчен кӑна мар, ӳнер тӗлӗшӗнчен те паха та хаклӑ япала тенине пӗлтерет. «Чӑваш вӑрманӗн» ӗҫченӗсем арт-объекта вӑрман ландшафтне уйрӑмах лайӑх уҫса паракан, тӑван тавралӑхпа килӗшсе тӑракан ӗҫсем пуласса шанаҫҫӗ. Экстремизм, наци тӗлӗшӗнчен хирӗҫтерекеннисене сивлессине пӗлтереҫҫӗ. Конкурс ҫӗнтерӳҫине 10 пин тенкӗ премипе чыслӗ, иккӗмӗш вырӑншӑн 3 пин тенкӗ лекӗ, виҫҫӗмӗшшӗн — 1 пин тенкӗ. Конкурса йӗркелекенсем кашни обьект ҫинчех автор ятне-хушаматне кӑтартма шантараҫҫӗ. Ӑмӑртӑва чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |